РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-сулжби пӗлтернӗ тарӑх, пӗр депутата руль умӗнче ӳсӗр ларнине икӗ хутчен асӑрханӑ. Ӑна куншӑн 180 сехет ӗҫлеттермелле тунӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн транспорт рулӗ умне 2 ҫул ларма юрамӗ. Хальлӗхе приговор вӑя кӗмен.
Пӗр депутат руль умӗнче ӳсер пулнине ҪҪХПИ ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Ӑна ун чухне административлӑ майпа явап тыттарнӑ, 1,5 ҫуллӑха правасӑр хӑварнӑ, 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗ.
Анчах депутат тӳрӗ ҫул ҫине тӑма васкаман. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Элӗк районӗнче ӑна инспекторсем чарнӑ. Вӑл каллех руль умне эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ларнӑ. Депутат хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, ӳкӗннӗ.
Паян ирхине, ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, автомобиль ҫул-йӗрне тӑвакан тата юсакан предприятире инкек пулнӑ. Вӑл Шӑмӑршӑ районӗнче вырнаҫнӑ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, унта йывӑр тиевлӗ машинӑн прицепӗ икӗ ҫынна хӗстерсе лартнӑ.
Предприятире юсав ӗҫӗсем пынӑ, ҫав вӑхӑтра йывӑр тиевлӗ машинӑн (фурӑн) прицепӗ икӗ ҫынна хӗстернӗ. МИХе ку хыпара пӗлтернӗ корреспондент каланӑ тӑрӑх, пӗри тӳрех вилнӗ, теприне пульницӑна илсе кайнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев ку инкек чӑнах та пулнине ҫирӗплетнӗ. Халӗ предприятире ӗҫ хӑрушсӑрлӑхне мӗнле пӑхӑннине тӗрӗслеҫҫӗ, судпа медицина экспертизи тума палӑртнӑ.
Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 21 сехет те 45 минутра Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ялӗнче юханшывра 10 ҫулти хӗрачан виллине тупнӑ.
Ача путнӑ вырӑнта шыв тарӑн та мар. «Ахӑртнех, хӗрача аттине ҫума тӑнӑ. Халӗ инкек мӗнле пулнине тӗпчеҫҫӗ», - тенӗ ЧР инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн пуҫлӑхӗ Вениамин Петров.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Судпа медицина экспертизи ирттерме палӑртнӑ.
Кӑҫал кунашкал инкек унччен те пулнӑ. Аса илтерер: пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче 3 ҫулти ача тарӑнах мар юханшыва кӗрсе ӳксе шӑнса вилнӗ. Вӗсем унта пиччӗшӗпе ҫунашкапа ярӑннӑ.
Улатӑр хула пухӑвӗн депутачӗ тӗлӗшпе ЧР Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл пысӑк укҫа вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Следовательсем тӗпченӗ тӑрӑх, ҫак арҫынна 2015 ҫулта тулли мар яваплӑ обществӑн конкурс директорӗн тивӗҫӗсене шанса панӑ. Фирма Байкал тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ, кӑмрӑк кӑларас енӗпе ӗҫлет. Депутат 2016 ҫулхи ҫурларан пуҫласа 2017 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен Улатӑрта пулнӑ, ҫав вӑхӑтра банк пулӑшӑвӗн тытӑмӗпе усӑ курса панкрута тухнӑ организацирен хӑйӗн счечӗ ҫине 4,5 миллион тенкӗ куҫарнӑ.
Налук служби тӗрӗслесен йӑлтах тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Кайран Арбитраж сучӗ ӑна ку тивӗҫрен кӑларнӑ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан ҫамрӑк ҫын суд сакки ҫине ларнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 21 ҫулти каччӑна 5 ҫулти хӗрачана мӑшкӑлланӑшӑн явап тыттарнӑ.
Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫак ҫын ӳсӗр пулнӑ, ентешӗ патӗнче хӑналаннӑ. Хайхискер кил хуҫи пӳртрен тухнипе усӑ курнӑ: 5 ҫулти хӗрача тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫланӑ.
Ҫак хӗрача кӳршӗре пурӑнать, шӑп та лӑп ун чухне вӑл хӑнана каҫнӑ. Каччӑ пӗчӗкскере пусмӑрланине кил хуҫи хӗрарӑмӗ асӑрханӑ. Вӑл кун пирки йӗрке хуралне шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Нумаях пулмасть суд пулнӑ. Каччӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 13 ҫул ҫурӑллӑха ӑсатнӑ.
Ҫӗрпӳ хулинче пурӑнакан 34 ҫулти арҫыннӑн явап тытма тивӗ. Хайхискер арӑмӗ ваннӑйӗнче ҫаппа-ҫарамас ҫӑвӑннине видео ӳкернӗ. Куншӑн хӑйне явап тыттарасси пирки шухӑшламан-ши?
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ҫак ниҫта та ӗҫлемен арҫын ваннӑйне кӗсье телефонне варттӑн вырнаҫтарнӑ, видео ӳкермеллине ҫутнӑ. Телефон хайхи арӑмӗ ванна кӗнине ӳкернӗ.
Хӗрарӑм хӑйне телефон ҫине ӳкернине кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ҫеҫ пӗлнӗ. Кун пирки ӑна упӑшки каланӑ. Ҫав вӑхӑталла вӗсем уйрӑлнӑ пулнӑ. Анчах арӑмӗ «видеооператор» пултарулӑхне хакламан, видео пирки полицие пӗлтернӗ.
Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Арҫынна куншӑн пысӑк штраф тӳлеттерме е ӗҫлеттерсе явап тыттарма пултараҫҫӗ.
Куславкка хулинче пурӑнакан 65 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хайхискер – Куславкка районӗн депутатсен пухӑвӗн депутачӗ.
Мӗнпе айӑпа кӗнӗ-ха «халӑх тарҫи»? РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ҫыннӑн сывлӑхне сиен кӳнӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫалхи карлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫӗрле ҫак арҫын килте, Куславкка хулинче 51 ҫулти пӗлӗшӗпе вӑрҫӑнса кайнӑ. Лешӗ ун патне хӑнана пынӑ пулнӑ. Кил хуҫи ӑна мӑйӗнчен ҫӗҫӗпе пӗр хутчен яшлаттарнӑ. Лешӗ суранланнӑ. Ҫапла майпа депутат унӑн сывлӑхне сиен кӳнӗ.
Следовательсем ку ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 16 сехетре Сӗнтӗрвӑри хулинче 39 ҫулти арҫын вилнӗ. Ку инкек унччен спирт савучӗ ӗҫленӗ ҫуртра пулнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, спиртсавут пулнӑ пӗр цехра ҫынсем ӗҫленӗ. Вӗсем унтан тухнӑ кӑна – кӗмсӗртетнӗ сасӑ илтӗннӗ.
Хайхискерсем каялла таврӑннӑ. Цехра 2,5 метр ҫӳллӗш, 5 метр сарлакӑш стена ӳкнӗ-мӗн. Ӑна пуҫтарсан ун айӗнче 39 ҫулти арҫынна тупнӑ. Шел те, васкавлӑ медпулӑшу киличен арҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Алексей Лапин – Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн КПРФ партин экс-депутачӗ. 35 ҫулти «халӑх тарҫи» тӗп хулари 4-мӗш гимнази ҫывӑхӗнче «Икӗ капитан» пурӑнмалли комплекс тума тытӑннипе «чапа» тухнӑ. Анчах ӗҫ котлован чавнинчен малалла каяйман.
2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче экс-депутата пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 5 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Халӗ вара ӑна ҫӗнӗ преступленисемшӗн те айӑпланӑ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2011 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2015 ҫулхи раштавччен Алексей Лапин 13 ҫынна Шупашкарта хута каякан ҫуртсенче хваттер пама шантарнӑ. Вӗсемпе займ тата пая кӗнине кӑтартакан килӗшӳсем туса пӗтӗмпе 16 миллион тенкӗ илнӗ. Анчах «халӑх тарҫи» шантарнӑ сӑмахне тытман, мӗншӗн тесен вӑл ертсе пыракан организацин пурӑнмалли ҫурт-йӗр тумашкӑн ирӗк пулман. Укҫа-тенке вара хӑй пӗлнӗ пек тӑкакланӑ.
Суд унчченхи айӑплава шута илсе Алексей Лапина пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 8 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫӳп-ҫап ешчӗкӗнче ача виллине тупнӑ. Ӑна пӗр предприяти ӗҫченӗсем кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче асӑрханӑ. Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ача тин кӑна ҫуралнӑ.
Ача сывӑ е чӗрӗ ҫуралнӑ? Хальлӗхе паллӑ мар. Унӑн амӑшне йӗрке хуралҫисем шыраҫҫӗ. Следовательсем ача ҫуралнӑ свидетельствӑна тата вӑл мӗнле вилнине палӑртаҫҫӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управлений ӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, суд-медицина тӗпчевӗ ирттерӗҫ. Вӑл ача вӑхӑтра е маларах, сывӑ е чӗрӗ ҫуралнине палӑртма май парӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |